Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Вӑрманкас Асламас ялӗнче пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм ачине хӗненӗ тесе шутлаҫҫӗ. 13-ри хӗрачана унран туртса илнӗ, кукамӑшне (е асламӑшне) панӑ.
Следстви шутланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ҫак хӗрарӑм килӗнче ӳсӗр пулнӑ чухне хӗрне пӗрре мар хӗненӗ, ӑна тивӗҫлӗ воспитани паман. Ҫак ҫемье унччен те ӑнӑҫсӑррисен шутӗнче тӑнине палӑртмалла.
Халӗ следстви малалла пырать.
Шупашкарта пурӑнакан Вера Ятманова паян 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа тӗрлӗ шайри тӳре-шара килне пырсах саламланӑ. Хӑйне пӑхса тӑракан Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем те ватта чунтан хисеп тунӑ.
Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламасра ҫуралнӑскерӗн ҫамрӑклӑхӗ ҫӑмӑлах пулман пулин те зоотехника вӗренсе тухма пултарнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Паян вӗсенчен пӗри ҫук ӗнтӗ (вӑл пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ), тепӗр хӗрӗ питех те аякра пурӑнать. Кинемейӗн пӗр мӑнук тата мӑнукӗн икӗ ывӑлӗ пур.
100 ҫулхи кинемей кил-тӗрӗшӗнчи чылай ӗҫе паян кун та хӑех пурнӑҫлать, апатне те пӗҫерсе ҫиет. Анчах вӑл урама тухса ҫӳремест. Пӗччен пурӑнакан ватӑ ҫынна хальхи вӑхӑтра Светлана Акимова социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пырать.
Шупашкар районӗнчи тӑватӑ ялта кӑҫал фельдшерпа акушер пункчӗсем тӑвассине эпир унчечн пӗлтернӗччӗ-ха. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Вӑрманкас Асламасра та фельдшерпа акушер пункчӗ хӑпартма тытӑннӑ.
Чӑваш наци радиовӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительсем никӗс хывнӑ. Вӑрманкас Асламас ялне хальхи вӑхӑтра «автобус ҫинчи медпункт килсе ҫӳрет, тухтӑрсене ял-йыша тӗрӗслеме май парать».
Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне ҫӑва тухсан хута ярӗҫ.
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ медпункт Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Рынкӑ салинче пулӗ.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламас ялӗнче арҫын кӳршин пахчинчи чӑрӑша каснӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫакна лайӑххипе кӑна тунӑ, урама илем кӳресшӗн пулнӑ-мӗн.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 50 ҫулти арҫын 60-ти куршин анкартинчи 2 метр ҫӳллӗш кӑвак чӑрӑша каснӑ. Ҫухалнӑ йывӑҫа полицейскисем урамра тупнӑ. Ҫав арҫын ӑна килӗ умне кӳршисене савӑнтарас тесе лартнӑ-мӗн.
Палӑртмалла: вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа концерт иртнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ композиторӗ, РСФСР тата Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Анисим Асламас /Васильев/ — юрӑсемпе романссен, ораторипе сонатӑсен, пысӑк калӑплӑ хайлавсен авторӗ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламас ялӗнче 1924 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2000 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн хайлавӗсем чӑваш культурин ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ.
Концерта Анисим Асламасӑн хӗрӗсем (вӗсем иккӗшӗ те Шупашкарти музыка училищинче ӗҫлеҫҫӗ) Евгения Анисимовна тата Татьяна Анисимовна та хутшӑннӑ. Концертра Асламасӑн 1985 ҫулта ҫырнӑ «В мире животных» сюити янӑранӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн литературӑпа ӳнер пайӗнче паян «Тӑван кӗтесре» курав уҫӑлнӑ. Тӑмран хатӗрленӗ экспозицисен авторӗ — Чӑваш Республикин халӑх ӳнер промыслисен ӑсти, Чӑваш Енӗн Ремесленникӗсен гильдийӗн тата Чӑваш художникӗсен союзӗн членӗ Валентина Попова. Курава «Культура урлӑ — пӗрлӗх» ятпа иртекен наци культурисен фестивалӗпе ҫыхӑнтарса уҫнӑ. Куравра пӗчӗк хурӑмлӑ сюжет кӳлепесем, тӑмран тунӑ панно, шӑхличсем вырӑн тупнӑ.
Валентина Попова — тӑмран халӑх пуканине хатӗрлекен сайра ӑстасенчен пӗри. Пултурлӑхра вӑл чӗрӗк ӗмӗр ытла тӑрӑшать. Унӑн самай ӗҫӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче упранать.
Ӑстан ӗҫӗсенчи чылай ярӑм чӑваш ялӗнчи пурнӑҫпа йӑла-йӗркене, чӑваш культурине кӑтартать. Тӗп ӗҫӗсен шутӗнче «Вырма», «Лармара», «Юмахра», «Каҫ», «Хӗрӳ йӑла», «Кӑкшӑмлӑ хӗр», «Лупас айӗнче», «Салтак таврӑнни», «Чикӗ хӳтӗлевҫисем» ятлисене, тӗрлӗ шӑхличе асӑнаҫҫӗ.
Валентина Попова 1960 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламасра ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче «Чӗрӗ тӑм» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн педагогӗнче тӑрӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |